«Тǎван çĕр-шывǎм – Канаш ен» конкурс вĕçленчĕ

Канаш районне йĕркеленĕренпе 85  çитнине тивĕçлĕ  палăртас  тата вĕренекенсен    чĕлхе    пултарулăхĕпе   ăсталăхне аталантарас, тăван   района, тăван      халăха     чунтан     хисеплес-юратас туйăмĕсене  çирĕплетес тĕллевсемпе «Тǎван çĕр-шывǎм –  Канаш ен» пултарулăх конкурсĕ пулса иртрĕ. Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче ĕç   йĕркелÿ   комитечĕ 19 ача ĕçне (сочинени, сăвă, калав, эссе  т.ыт. те)   пăхса тухса хакларĕ. 

 «Поэзи» номинацире  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Катек вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренекен Григорьева Анна 1-мĕш вырǎн йышǎнчĕ.

Чи пултаруллисене Канаш район администрацийĕн  вĕренÿ управленийĕн дипломĕсене парса чыслĕç, конкурса хутшăннă кашни  ача сертификат илĕ.

Конкурса хастар хутшăннă вĕренекенсене, вĕсене пултарулăх ĕçĕнче хавхалантарса пыракан учительсене тав тăватпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр