Мартăн 8-мĕшĕ – пирĕн юратнă аннесен кунĕ. Çак уяв ячĕпе пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче пуçламăш класра вĕренекен ачасен амăшĕсем «Атьăр-ха, аннесем!» конкурса хутшăнчĕç. Сцена çинче илемлĕ те капăр тумлă аннесем хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç. Пĕринчен тепри маттур пулчĕç конкурсанткăсем - тем тума та пĕлеççĕ: тӳме лартма та, юмах калама та, шăпăрлансен чĕлхине чухлама та. Ачасем юратнă амăшĕсене сăвăсемпе, ташă-юрăпа, хăйсем ăсталанă парнесемпе саламларĕç. Шкул дирекцийĕ конкурса хутшăннисене тав хучĕсем парса чысларĕ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Напольнокотякская средняя общеобразовательная школа" Канашского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих