КАЙĂКСЕМ – ПИРĔН ТУССЕМ

2016 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче 6-мĕш класри «Хурчкасемпе» 7-мĕш класри «Кайăк тусĕсем» хушшинче вăйă-ăмăрту иртрĕ.  Амăртăва хутшăнакансем кайăксен пурнăçĕпе çыхăннă кăсăк ыйтусем çине хуравларĕç, пуçватмăшсен тупсăмĕсене тупрĕç.  Ачасен хуравĕсем тарăн та тулли пулчĕç. Уйрăмах 6-мĕш класра вĕренекен Федорова Аннăпа Федоров Виталин, 7-мĕш класра вĕренекен Николаев Дениспа Антонова Есения хуравĕсем тулли пулчĕç.  Ачасем тĕрлĕ кайăксене сăнласа пачĕç, вĕсен пурнăçĕпе паллаштарнă май презентаци кăтартрĕç. Ăмăрту кайăксене халалланă  юрăпа вĕçленчĕ.

                                         А.К.Германова, биологи вĕрентекенĕ тата А.Ю.Васильева, аслă вожатăй.