УÇĂ УРОК ИРТРĔ

2016 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче 11-мĕш класра сывă пурнăç икĕ уйăхлăхне халалласа «Валерий Самойлов-Раштав сăвăç пурнăçĕпе пултарулăхĕ» темăпа уçă урок иртрĕ. Шăпа кăларса тăратнă йăвăрлăхсене пăхмасăр ачаранах ӳнер тĕнчине (ӳкерме, пуç ватмăшсем шухăшласа кăларма, сăвă çырма, юрă хайлама) кăмăллакан сăвăç пултарулăхĕ вĕренекенсемшĕн те,  урока пынă вĕрентекенсемшĕн те кăсăклă пулчĕ. Валерий Раштавăн  ансат сăмахсемлĕ сăввисем пурне те  килĕшрĕ. Поэт шăрçаланă сăвăсем итлекенсене тĕнчере ырă усала çентернине, чăнни тĕрĕс марлăхран вăйлăраххине, юрату курайманлăхран ытлараххине  ĕнентерчĕç.

                                                                          З.В.Петрова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен