ЙĂЛМАЧЧА ХАСТАРĔ ХĂНАРА

 2016 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Катек вăтам шкулĕнче Михаил Васильевич Васильев таврапĕлӳçĕпе тĕл пулу пулса иртрĕ.  Тĕл пулăва Катек ял библиотекарĕ Ананьева Светлана Клементьевнăпа  Катек вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Васильева Татьяна Ильинична   йĕркелерĕç.                           

       М.В.Васильев 1934 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Йăлмачча ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çырас туртăм Михаил Васильевичăн Вăтакас Татмăш шкулĕнче вĕреннĕ чухнех вăраннă.  Класри редколлеги  членĕ пулнă май пулас çыравçă заметкăсем  шăрçаланă, сăвă çырассипе кăсăкланса кайнă. Аслашшĕн аса илĕвĕсем Михаил Васильевича Йăлмачча ялĕн историне тĕпчеме хавхалантарнă. Сакăр вун икĕ çулхи çыравçăн тăватă кĕнеки вулакансем патне çитнĕ те ĕнтĕ.  Тĕл пулура Михаил Васильевич вĕсемпе çамрăк вулакансене паллаштарчĕ. 1999 çулта кун çути курнă «Йăлмачча» кĕнеке катексемшĕн те кăсăклă пулчĕ. Кунта вулакансем Йăлмачча  ялĕн историйĕпе паллашнă май таврари Ачча, Çĕнĕ Ачча, Катек, Татмăш ялĕсем çинчен çĕннине нумай тупса вулĕç. Залра Михаил Васильевич хайланă Катек ялĕн гимнĕ те - «Катек ялĕ – тăван ял»  -  янăрарĕ. Çыравçă «Пурнăç таппи» тата «Кун-çул утти»  сăвă кĕнекисемпе  паллаштарчĕ. Кĕнекесен авторĕ сăвă ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ. Вĕренекенсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пачĕç. Çыравçăн мăнукĕ, Катек шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Ольга Васильева, аслашшĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Сакăр теçеткерен иртнĕ çыравçăн хуçалăхĕ те пысăк. «Картари сурăх шутне çухатнă», - тесе шӳтлерĕ çыравçă. Михаил Васильевич час-часах çывăхри вăрмана çул тытать: кăмпа-çырла пуçтарма кăна мар, çут çанталăкпа киленме, чун канăçлăхне тупма.   Çыравçă кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех ачасене Çĕнĕ Ачча ял библиотекарĕ Мария Федоровна Федорова паллаштарчĕ. Хăйĕн сăмахĕсене вăл презентаципе çирĕплетсе пычĕ. Катек шкулĕнче музыка сехечĕсене ирттерекен Виталий Кузьмич Дмитриев та  Михаил Васильевича çывăх пĕлет. Çыравçăн сăввисене кĕвве хурас шухăшлă вăл.  Ĕç ветеранне саламласа шкул ачисем илемлĕ юрă шăрантарчĕç, технологи вĕрентекен Н.В.Семенова пулăшнипе хатĕрленĕ пĕчĕк парнепе  савăнтарчĕç.                Юлашкинчен шкул директорĕ  В.К.Германов сăмах илчĕ: «Сире Катек вăтам шкулĕн ачисемпе тĕл пулăва килсе калаçма кăмăл тунăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр.  Эсир çитĕнекен  ăрушăн пысăк ĕç тăватăр. Çак ĕç çав тери пархатарлă.  Малашне те пĕрлех пуласса шанатпăр. Малашнехи çыхăну çирĕп пултăрччĕ, хăват ан иксĕлтĕрччĕ. Эпир пĕрле пулнипе вăйлă. Сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, хастар кăмăл-туйăм, ырлăхпа тăнăçлăх тата малашлăхра ырă шанăç сунатпăр» , - терĕ вăл.

                 Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З.В.Петрова