«ШУР АКĂШСЕМ» ХĂНАРА

Чăваш юрри хисепре

                                                             Ăна упрар ĕмĕре.

Юрла-юрла савăнар,

                                                            Тус-тăвана ыр сунар.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Канаш» чăваш халăх хорĕ чĕрĕк çулхи юбилейне паллă турĕ. Юбилярсене саламлама Канашри Культура çуртне чылай хăна пуçтарăнчĕ. Катек вăтам шкулĕнчи вĕрентекенсен «Шур акăш» фольклор ушкăнĕ хор ертӳçине, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченне Иван Кириллова, тата хор юрăçисене юрăпа ташă композицийĕ парнелерĕ. Хулари Культура çурчĕн директорĕ Д.В.Золотухин  «Шур акăшсене»  тав çырăвĕпе чысларĕ.

 

Э. В. Митрофанова