ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2016

Катекри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта «ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2016» акцие хутшăнас текенсен шучĕ хĕрĕх çиччĕ пулчĕ. Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме килнисен хушшинче -  вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, шкул ачисем. Диктант çырма парта хушшине шкул директорĕ В.К.Германов та ларчĕ. Çырмалли текста наци радиовĕпе итлерĕç. Тексчĕ çăмăлах мар. Апла пулин те лайăх паллă илессе шанса кашниех класран савăк кăмăлпа тухрĕ.