КАТЕК АЧИСЕМ АКАТУЙРА

Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Асхва лапамĕнче Акатуй иртрĕ. Çак уява эпир те хутшăнтăмăр. Ачасен «Илем» фольклор ушкăнĕпе верентекенсен «Шур акăш» фольклор ушкăнĕ «Ачалăх тĕнчи» площадкăра хăнасене кĕтсе илчĕç, савак юрă-ташăпа савăнтарчĕç.