«Чěрěлÿ хунавěсем» вăйă конкурс

Юпа уйăхěн 13- мěшěнче пирěн районта республика шайěнчи «Чěрěлÿ хунавěсем» вăйă конкурсăн 1-мěш тапхăрě иртрě. Ку конкурсăн тěллевě – ачасене тăван халăхăн ырă йăли - йěркипе паллаштарса вěсене упрама вěрентесси, тăван ен историйěпе культурине тарăнрах тěпчеме хăнăхтарасси.

Конкурс Уçырма вăтам шкулěн акт залěнче пулса иртрě.  14 шкулăн командисем хушшинче хěрÿ тупăшу иртрě. Эпир те, Катек шкулěн вěренекенěсем,  çак конкурса хутшăнтăмăр. Пирěн ушкăнра 6 хěрача пулчě: Смолова Наталия, Васильева Елизавета, Лаврентьева Ангелина, Федорова Анна, Андриянова Ирина, Антонова Есения.

Конкурс 3 номинаципе иртрě:

 «Алă  ěçě - куç тулли илем» номинацире технологи вěрентекен Семенова Н.В. ертсе пынипе  Смолова Наташа (7класс) чăваш тěррипе илемлетсе пěчěк минтерсен коллекцине хатěрлерě. Тÿресем ун ěçне пысăк паллăпа хакларěç – Наташа çěнтерÿçě пулса тăчě.

 «Йăла-йěркене упрар» номинацире эпир ушкăнпа ěлěкхи вăхăтра хěрсем пир çапнине тата вăййа тухнине кăтартса патăмăр. 

Конкурса хатěрленсе  чылай  ěç туса ирттертěмěр. Чи малтанах хамăрăн кукамай-асаннесенчен вěсем çамрăк чухне хěрсем  пире мěншěн тата ăна  епле  çапнине ыйтса пěлтěмěр. Пире каска çине хурса ятарлă тукмаксемпе çапса çемçетнě иккен. Каски те, тукмакěсем те упранса юлайман пирки пирěн вěсене çěнěрен тутарма тиврě. Музыка учителě Дмитриев Виталий Кузьмич пире халăх юррисене вěрентрě. «Сăпка юррине» А.Лаврентьева тěлěнмелле аван юрларě. Ушкăнпа эпир вăйă юррисене  шăрантартăмăр, «Линкка-линкка» ташă  ташларăмăр.

3-мěш номинацие пирěн ушкăнран Ирина Андрияновăпа Наташа Смолова хутшăнчěç. Ку теори пайě пулчě. Унта 10 ыйтăва хуравласа нумайрах балл пуçтарма  тăрăшрěç  вěсем.

Çапла вара, конкурс  ěçěсен пěтěмлетěвěпе  эпир çěнтерÿçě пулса тăтăмăр! Анчах пирěн ěç пěтмен-ха. Халě конкурсăн 2-мěш тапхăрне хатěрленетпěр.