Кĕрхи бал

 Юпа уйăхĕн 15- мĕшĕнче  Катекри культура çуртне Катек вăтам шкулĕн 9-11 классенче вĕренекенсем «Кĕрхи бала» пуçтарăнчĕç. Тупăшăва ачасен виçĕ ушкăнĕ хутшăнчĕ. Малтанах ушкăнсем  хăйсемпе паллаштарчĕç. «Интеллект» конкурсра ачасем тавра курăм анлăшне кăтартрĕç. Кунта ытларах Сильва Трофимовăпа (9 класс)  Катя Егорова (10 класс) тавçăруллăрах пулчĕç.. Мода кăтартнă чухне вĕрене  çулçисенчен ăсталанă Катя Егорован (10 класс) костюмĕпе Сережа Белковăн (11 класс) тумĕ тыткăна илчĕ. Конкурсантсем юрă-ташăра та ăста пулчĕç. Вĕсем куракансене вальс тата çамрăксен  ташшипе савăнтарчĕç. Уяв каçне ачасем пысăк яваплăхпа хатĕрленни курăнчĕ.