ВĔСЕМ – ТĂВАН ÇĔР-ШЫВĂН ПУЛАС ХỸТĔЛЕВÇИСЕМ

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Катек вăтам шкулĕн 10-11-мĕш классенче вĕренекен 9 яш ача Канашри Çар комиссариатĕнче пулчĕ. Çар комиссариачĕн призыв уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.В.Барышов çамрăксене 2014 çулта йышăннă «Çар тивĕçĕпе çар служби çинчен» саккунпа, саккуна кĕртнĕ çенĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Калаçу хыççан вĕренекенсен кăмăл-сипет тирпейлĕхне, кăмăл-туйăм çирĕплĕхне, пĕлӳ шайне тестпа тĕрĕслерĕç.