УКÇА ХАКНЕ ПĔЛСЕ ỸСЕÇÇĔ

  Мĕн ĕлĕкрен ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене ĕçе вĕрентнĕ. Халăхра ун пек  ачасем пирки «куршанак çыпăçнă» теççĕ. Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ министрĕ Ольга Юрьевна Васильева та шкул ачисене ĕçе явăçтарассине тĕпе хумаллине палăртать. Катек вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасемшĕн ку пĕрре те çĕнĕлĕх мар. Шкулта çулсерен 14 çул тултарнă ачасенчен ĕç бригади йĕркелеççĕ. Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен ĕç бригадине çĕнĕ йыш хушăнчĕ. 10-мĕш класра вĕренекенсен ĕç бригади  шкул территорине тирпей-илем кÿрес тĕллев тытрĕ. «Килĕштерсе, кăмăлпах вăй хураççĕ ачасем», - тесе палăртать бригада ертÿçи, шкул директорĕн çумĕ Наталья Валерьевна Семенова. Биржăран укçа-тенкĕ тÿлени те çамрăксене тăрăшма хавхалантарать.