Чи лайӑххисене палӑртрӗҫ

Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви йĕркеленĕ «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕнче иртрĕ. Республика шайĕнче пуçласа ирттернĕ ăмăрту шкулсем чăвашлăха нумай енлĕ аталантарни тата чăваш чĕлхи тавра пĕр пулса ĕçлени палăрчĕ.

Пирĕн республикăра çамрăк ăрăва ăс-хакăл тата кăмăл-сипет енчен аталанма, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине хисеплеме çул уçакан щкулсем чылай. Çавсен йышĕнчен «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурсра çĕнтерсе 1-мĕш вырăна Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕ, 2-мĕш вырăна Йĕпреç районĕн Пучинке тата Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕсем, виççĕмĕш вырăна вара Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕпе Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕ тухрĕç.

Çĕнтĕрÿçĕ шкулсене саламлама Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Исаев Юрий Николаевич тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Угаслов Николай Федорович килсе çитрĕç. Чыславра «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурса хастар хутшăннă Катек (Канаш районĕ), Юнтапа тата Чăваш Сурăм (Элĕк районĕ), Шăмăршă (Шăмăршă районĕ), Куславкка хулин 3-мĕш (Куславкка районĕ), Çирĕклĕ Шăхаль (Елчĕк районĕ), Тĕрлемес (Куславкка районĕ), 50-мĕш, 62-мĕш (Шупашкар), Елчĕк (Куславкка районĕ), Опытнăй (Çĕрпÿ районĕ), Канаш хулин 3-мĕш шкулĕсене Чăваш наци конгресĕн дипломĕсене парса чысларĕç.

Ыр ĕмĕте мала хурса ĕçлекен çĕнтерÿçĕ шкулсене, вĕрентекенсене Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн вĕренекенĕ Данила Зайцев, Пучинке шкулĕн вĕренекенĕсем Игнатьева Лейла тата Федорова Екатерина, Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕн вĕренекенĕ Полина Хомская тата Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕсем чăваш ташшипе саламларĕç.

«Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс пирĕн республикăра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен йышĕнче «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккуна пурнăçа кĕртекен чи пултаруллă шкулсем пуррине çирĕплетрĕ.

http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=121&id=184683