Хаклă хăнасене катексем ĕлĕкхи чăваш йăлипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, шкул директорĕ Валерий Кириллович Германов хăнасене саламларĕ, районти «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх чăваш шкулĕн» ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма пулчĕ. Капăр чăваш кĕпи тăхăннă çĕр пилĕк вĕренекенпе вун тăватă вĕрентекен тунă чĕрĕ коридор хăнасене чăваш чĕлхипе литературин пÿлĕмне йыхравларĕ. Унтан хăнасем Катекри технологи учителĕ Наталья Валерьевна Семенова хатĕрленĕ «Эреветлĕ те теветлĕ» ал ĕçĕсен куравне хаклама кăмăл турĕç. Куравра - ал ăсти вĕт шăрçаран тунă мăй çыххисем, тухьясем, тĕрлĕ тĕслĕ çăмран ăсталанă картинăсем. Ĕçĕсене пăхса ытарма çук! Пĕринчен тепри илĕртÿллĕрех. Кунтах «Асамлă мастерской» кружок членĕсен ĕçĕсем те пур. Наталья Валерьевна 26 çул хушши ĕнтĕ кружока çÿреме кăмăллакансене илемлĕ япаласем ăсталама вĕрентет. Паянхи чылай 11-17 çулхи кружок членĕсен амăшĕсем те хаваспах вĕреннĕ ал ăсти патĕнче.
Хăнана килнĕ сакăр вĕрентекен çĕнĕ мелсемпе усă курса уçă урок ирттерчĕ. Катекри вăтам шкулăн 1-2 класĕсенче ĕçлекен пуçламăш класс учителĕ Наталья Алексеевна Борисова парне урок ирттерчĕ. Вĕрентекен пулăшнипе çывхарса çитекен Аннесен уявне мĕнле парне парсан вырăнлăраххине татса пама тăрăшрĕç шăпăрлансем. Наталья Алексеевнăн паха енĕ – ачасене пур енлĕн аталантарма тăрăшни. Юрласси, ташласси, сăвă çырасси, ӳкерчĕк тăвасси, вуланине ыттисене ăнланмалла каласа парасси, хăйсен аллипе парне ăсталасси – уява килнĕ амăшĕсемшĕн пысăк парне пулчĕ.
Вăтакас Татмăшри вăтам шкул учителĕ Вера Николаевна Григорьева 3-4 классенчи вĕренекенсемпе пĕрле «Туслăхра – вăй» пулнине ĕнентерчĕ. Вĕрентекен ертсе пынипе кĕçĕннисем туслăх çурчĕ хăпартрĕç: текстпа ĕçлерĕç, ваттисене сăмахĕсене вĕçлерĕç, синквейн çырчĕç, хĕвеллĕ кластер турĕç, туслăх юрри шăрантарчĕç. Урокри практика ĕçĕсем ачасемшĕн çав тери кăсăклă пулчĕç.
А.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Ăвăспӳрт Кипеч тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ Нина Николаевна Афанасьева 5-мĕш класра вĕренекенсене Ăслайкасси ялне çул çӳреве ертсе тухрĕ. Ĕртӳçĕ пулăшнипе вĕренекенсем çул çинчи пăтăрмахсене, йывăрлăхсене çĕнтерсе пычĕç. Вĕрентекенпе вĕренекенсем пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлерĕç.
Сухайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул вĕрентекенĕ Валентина Михайловна Иванова «Пул ăслă, тавçăруллă» вăйă-урок ирттерчĕ. Улттăмĕшсем Валентина Михайловна хайланă сăвва юрра хывса юрларĕç.
Шелттемри Е.Анисимов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул вĕрентекенĕ Надежда Петровна Сергеева 7-мĕш класра вĕренекенсене халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене чĕлхе енчен тишкерме вĕрентрĕ. Çиччĕмĕшсем пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсене сăнавсенче, ваттисен сăмахĕсенче, юмахсенче, юрăсенче çăмăллăнах тупса палăртрĕç. Урока пĕтĕмлетесси те Надежда Петровнăн хăйне евĕрлĕ пулчĕ – ачасем даймонд çырчĕç.
Кармаминчи пĕтĕмĕшле пӳлӳ паракан тĕп шкулти аслă категориллĕ учитель Людмила Алексеевна Кузнецова урокĕ те кăсăклă пулчĕ. Йĕркелӳ саманчĕнче ачасем урокра сăмах мĕн çинчен пырассине хăйсемех тавçăрса илчĕç. Урокри культурăсен çыхăнăвĕ те вырăнлă пулчĕ. Вĕрентекен темăна тăван ен культурипе, историйĕпе çыхăнтарса уçса пани ачасемшĕн кăна мар, урок итлеме пынă вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулчĕ. Урокра Людмила Алексеевна пянхи куншăн актуллă экологи ыйтăвĕсене хускатрĕ.
Ухманти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул вĕрентекенĕ Ирина Николаевна Андреева «Тăван кил – ылтăн сăпка» класс тулашĕнчи вулав урокĕнче ачасен çыхăнуллă пуплевне, литература чĕлхине, тавра курăмне, шухăшлавне аталантарассине тĕпе хучĕ.
Сиккасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Елизавета Макаровна Александрова улттăмĕш-çиччĕмĕш класри вĕренекенсене, фестивале пуçтарăннă учительсене юмах тĕнчине ертсе кайрĕ. Пултаруллă учителĕн артист таланчĕ вĕренекенĕсенче те вĕресе тăрать тейĕн: калаçни, хусканусем туни, ташлани, курса ларакансемпе хутшăнăва кĕни çав тери ĕненмелле пулса тухрĕ. Чике старик, Ухмах Йăван, Юман паттăр, Пукане куракансене кăсăклă ĕçсем тума сĕчĕç, çĕнтерӳсĕсене парнесем парса савăнтарчĕç.
Фестиваль Катекри пēтēмēшле пēлÿ паракан вāтам шкулти чāваш чēлхипе литературине вēрентекен Татьяна Ильинична Васильева хатĕрленĕ «Пирĕн яла пырса кĕрсен…» сюжетпа вĕçленчĕ. Праски инкепе (Алевтина Кузьминична Германова, биологи вĕрентекен) Крахьян инке (Зоя Васильевна Петрова, чăваш литературине вĕрентекен) Катек ялĕн пурнăç ӳкерчĕкĕсемпе, ялти чăвашлăх кăвайчĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекесем ача-пăча вăййине тухрĕç (Н.А.Борисовăпа А.П.Григорьева хатĕрленĕ). Вăтам класрисем Праски инкепе Крахьян инкен аса илĕвне сăнларĕç – хĕрсем пир çапнине, вăййа тухнине кăтартрĕç. Катек шкулĕн «Шур акăш» фольклор ушкăнĕ хăнана килнисене çĕнĕ пӳрт уявне йыхравларĕ. Хăнасем Виталий Кузьмич Дмитриев купăсçăпа пĕрле «Атте лаша панă пулсан» юрра шăрантарчĕç. Атнашри тĕп шкул вĕрентекенĕ Людмила Афанасьевна Федоровăпа Çĕнĕ Чалкассинчи тĕп шкул вĕрентекенĕн Тамара Семеновна Егорован дуэчĕ, Шелттемри Е.Анисимов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул вĕрентекенĕн Надежда Петровна Сергееван юрри те катексен кăмăлне кайрĕ. Фестиваль туслăх ташшипе вĕçленчĕ.
Киле саланиччен фестивале килнисене пурне те тӳтлă шӳрпепе, кукăльпе сăйларĕç. Фестивале ирттерме хапăл пулнăшăн Катек вăтам шкулĕн директорне В.К.Германова, Катек шкулĕн педколлективне, ачисене районти чăваш чĕлхипе литературин методисчĕ Елена Ивановна Иванова тав сăмахĕ каларĕ.
Чăваш чĕлхин сумне çĕклес, тăван чĕлхене хисеплес тесен хамăрăн хытă тăрăшмалла. «Хура халăх пĕр пулсан хура çĕр тăрăх та кимĕ шăвать», - тенĕ ваттисем. Çавăнпа пĕр тĕллеве – хамăр нацие сыхласа хăварассине – пурте пĕрле тимлесчĕ.