Кашни çулах пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа акан 20-мĕшĕччен пирĕн çĕр-шывра туберкулеза хирĕç кĕрешмелли «Шурă чечек» уйăхлăх иртет. Ăна çулсерен халăх сывлăхне упраса хăварас тата туберкулез чирĕнчен асăрхаттарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Уйăхлăх пынă тапхăрта шкулсенче медицина ĕçченĕсем ачасене туберкулинодиагностика тăваççĕ. Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Катек вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те çак тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Н.В.Кондратьева педиатр, Е.Р. Тимофеева медсестра шкул ачисемпе туберкулез чирĕ çинчен ăнлантару сехечĕ ирттерчĕç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Напольнокотякская средняя общеобразовательная школа" Канашского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих