НАРКОМАНИ – ХĂРУШĂ ЧИР

 Петĕм Раççейре наркотиксене хирĕç «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» акци планĕпе килĕшÿллĕн  пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче 5-9 классенче вĕренекенсем хушшинче «Эпир – сывă пурнăç йĕркишĕн» плакатсен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса тăратнă чи тивĕçлĕ ĕçсен шутĕнче Алексей Александров (5 класс), Ольга Германова (6 класс), Полина Георгиева (6 класс), Даниил Васильев (8 класс) плакачĕсем пулчĕç. Плакатсене вĕренекенсем ял халăхĕ пухăнакан вырăнсене çакрĕç. Аслă класра вĕренекен ачасем наркомание хирĕç агитацилекен буклетсем туса хатĕрлерĕç, вĕсене шкулта вĕренекен ачасем, ялти çамрăксем хушшинче салатрĕç.