Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕн институчĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, Тăван радио, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттерекен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ– 2017» акцие Катек вăтам шкул коллективĕ кăçал та хаваспах хутшăнма килĕшрĕ. Чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслес текенсен йышĕ çулсерен ÿссе пыни савăнтарать. Кăçăл акцие хутшăнма кăмăл тунисем 81 пулчĕç: 5-11 классенчи 75 вĕренекен тата 6 вĕрентекен.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Напольнокотякская средняя общеобразовательная школа" Канашского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих