Паян – юлашки шăнкăрав.
Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Катек вăтам шкулĕнче хаваслă та хумхануллă уяв иртрĕ. Чечек пахчинчи ытарма çук хитре чечексем евĕр, анчах та вĕсенчен те темиçе хут илĕртÿллĕрех 20 вĕренсе тухаканшăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
Чăваш Республикин Гимнĕ янăраса кайсан юлашки шăнкăрава халалланă уява уçăлнă тесе шутларĕç.
Чи малтанах шкул ертÿçи – Германов В.К. сăмах илчĕ. Вăл 9, 11 классем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене тытма ирĕк паракан приказпа паллаштарчĕ. Унтан килнĕ хăнасене сăмах пачĕç. Районтан килнĕ хăнасем чи маттуррисене тата пултаруллисене хисеп хучĕсемпе тата тав хучĕсемпе чысларĕç. Ялти тĕслĕх библиотекин ертÿçи Ананьева С.К. та тав хучĕсемпе ачасен портфолио папкисене пуянлатрĕ. Кĕçĕн класс ачисем илемлĕ сăвă йĕркисемпе 11-мĕшсене саламларĕç. Пĕрремĕш вĕрентекен Григорьева А.П. ырă сăмахсемпе телейлĕ çул пиллерĕ вĕренсе тухакансене. Класс ертÿçи Э.В. Митрофанова йывăрлăх сиксе тухсан та хурçă пек çирĕп тăма, малалла талпăнма сунчĕ. «Пурнăç илемне туйса, ăна хакласа пурăнăр. Вĕренĕр, шырăр, тĕпчĕр, çитĕнÿсемпе çунатланăр, иксĕлми телейпе çиçĕр, вĕрентекенсемпе тăван шкул чысне çÿле çĕклекенсем пулăр,» - терĕ. Ун хыççăн 11-мĕш классем хăйсем сăмах илчĕç. Вĕсем пур вĕрентекене те çепĕç те çирĕп, ăслă та сисĕмлĕ, пĕтĕм шкул çÿлĕсене хăйсемпе пĕрле, юнашар кăмăллăн утнишĕн, чĕре ăшăлăхне, юратăвне пĕр шелсĕр панишĕн, пурнăçра тĕрĕс вырăн тупма, çĕршыва кирлĕ çын пулма вĕрентнишĕн тав сăмахĕсем каларĕç. Гитара çеммипе юрă шăрантарчĕç, вальс çеммипе вара илемлĕн кăна çаврăнса пурин чунне те тыткăнлама пултарчĕç. Ашшĕ-амăшне 11-мĕшсем чăваш ташшипе савăнтарчĕç.
Юлашки шăнкарава вĕренсе тухакансемпе 1-мĕшсем икĕ ункă туса янраттарчĕç. Ун хыççăн пурте урама тухрĕç, ĕмěчěсем пурнăçа кĕрессе шанса тĕрлĕ тĕслĕ шарсем ярса уява вĕçлерĕç.
Умра уçăлать анлă алăк
Чĕнсе вăрăм çула!