«Кăйкăрăн çутă сăнарě – кашни чăваш чěринче», - çак ятпа иртрě 10-мěш класри уçă урок. Ăна чăваш халăхěн мухтавлă ывăлне, 3-мěш космонавта, А.Г.Николаева халалланă. Вăл çуралнăранпа паян 88 çул çитрě. Николаев Коля(10 класс) ачасене Андриянăн кун-çулěпе, паттăрлăхěпе паллаштарчě. Урок валли илемлě стенд, космонавт çинчен калакан кěнекесен пуян куравне хатěрленě. Урок вěçěнче ирттернě кěске викторина ачасем космонавт çинчен нумай пěлнине, унпа интересленнине кăтартрě. Вěсен тěрěс те туллии хуравěсем пурне те савăнтарчěç.
\nВасильева Т.И.Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Напольнокотякская средняя общеобразовательная школа" Канашского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих