5-мěш класс ертÿçи Митрофанова Э.В. ачасемпе калаçу ирттерчě. «Эпир хамăрăн тăван Канаш çěрěн паллă та илемлě вырăнěсемпе мухтанма пултаратпăр,» - терě вăл. Çеçпěл ялěнчи парк, Янкăлч шкулěн Çарпа Ěç мухтавěн музейě, çар вертолёчě, Сиккассинчи Митов художник ячěпе хисепленекен шкул, Мăкăр ялěнчи ěлěкхи чукун çул кěперě пирки каласа панисене ачасем кăсăклансах итлерěç. «33 пăхаттир» Маяка çитнě тесен ачасем хăйсем çак вырăнсенче пулса курнисене аса илчěç.
Мěн чухлě учёнăй, артист, музыкант, педагог, çар çынни çитěнтернě Канаш çěрě! Вěсем çинчен каласа кăтартрě 6-10 класра вěренекенсене Трофимова Сильвия (10 класс). Вăл ачасене «Савнă енěм – Канаш ен» стендпа, кěнекесемпе паллаштарчě, ачасемпе пěчěк викторина та ирттерчě.
Германова А.К. (географи вěрентекен), Васильева Т.И. (чăваш чěлхи вěрентекен) ачасене тăван яла, тăван çěре юратма, унпа мухтанма, уншăн тăрăшса ěçлеме чěнсе каларěç. «Чăн-чăн телей – тăван килте», - çапла пулчě вěсен тěп шухăшě.