Демидов премийĕн 4 хутчен лауреачĕ, Раççей ăслăлăхĕсен академийĕн корреспонденчĕ, Азиатсен Парижри обществин чăн членĕ, РФ ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерствин Азири департаменчĕн ăслăлăх сотрудникĕ, Петербургри вулавăшăн хисеплĕ библиотекарĕ, тĕрлĕ çĕр-шывăн ăслăлăх академийĕсен хисеплĕ членĕ – чăвашран тухнă ăсчах Никита Яковлевич Бичурин çуралнăранпа 240 çул çитнине халалласа 9 тата 10 классенче вĕренекенсемпе уçă урок иртрĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.И.Васильевăпа З.В.Петрова хатĕрленĕ. Кабинетра Бичурин кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан кĕнекесен , сăн ÿкерчĕксен пуян куравне йĕркеленĕ. В.Митрофановпа Д.Григорьева вĕренекенсем (10 кл.) паллă синолог, историк, тĕпчевçĕ çинчен каласа панине пурте кăсăкланса итлерĕç. Ачасем тĕнче картти çинче Бичурин ячĕпе çыхăннă ялсемпе хуласен вырăнĕсене тупса палăртрĕç, викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç. Тăван çĕршĕн, тăван халăхшăн, наукăшăн Бичурин пек тăрăшса ĕçлесен кăна халăх асĕнче юлма, ун чыс-хисепне çĕнсе илме пулать – çапла пĕтĕмлетÿ турĕç калаçăва хутшăннисем.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Напольнокотякская средняя общеобразовательная школа" Канашского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих