Анне - мӗн тери ырӑ та çепӗç ят. Кашни çыншӑн вӑл чи çывӑх та хаклӑ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуçламӑш классенче «Анне – çутӑ хӗвел» уяв иртрӗ. Ачасем хӑйсен амӑшӗсене чӗререн тухакан чи ӑшӑ сӑмахсене парнелерӗç, юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗç. Уявра амӑшӗсемпе пепкисем тӗрлӗ вӑйӑсем вылярӗç: «Асамлӑ чечек», «Аннӳне уйӑрса ил», «Ӑçта-ши ман пепкем?» тата ытти те. Уяв пурте пӗрле юратупа çепӗçлӗх букечӗ тунипе вӗçленчӗ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Напольнокотякская средняя общеобразовательная школа" Канашского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих