Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ…Паян Раççейĕпех чăваш чĕлхине пĕлекенсем ăна сума суса диктант çыраççĕ. Кăçăл акци 7-мĕш хут иртрĕ. Хальхинче ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă. Диктант валли Тани Юн пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ текста суйласа илнĕ. Чăваш чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслес, унăн вăрттăнлăхĕсене аса илес текенсем пирĕн шкулта та çак акцие хутшăнчĕç. Кăçал вĕсен шучĕ 23 пулчĕ: 4 вĕрентекен тата 19 вĕренекен. Акцие хутшăнакансенчен чи кĕçĕнни – 12 çулта, чи асли – 57 çулта. Диктанта Катексем Наци радиовĕн эфирĕнче вуланă текста итлесе çырчĕç. «Пиллĕк» паллă илнисен шучĕ 8 çын пулчĕ, «тăваттă» палла 6 çын тивĕçрĕ. Саламлатпăр!
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Напольнокотякская средняя общеобразовательная школа" Канашского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих