Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн шкулта чăваш чĕлхи кунне халалланă савăнăçлисемпе тавçăруллисен ăмăртăвĕ пулчĕ. Çут тĕнчене килсессĕнех пире аннесем çепĕç чĕвĕлти чăваш чĕлхипе юрла-юрла сăпкара сиктереççĕ, унтан çут тĕнчепе паллаштараççĕ. Пурнăçри пĕрремĕш утăмсене тума та пире анне пиллесе парнеленĕ тăван чĕлхе вăй парать. Çавна май чăваш чĕлхи уявне эпир юратнă аннесемпе пĕрле ирттерес терĕмĕр. Ăмăртура амăшĕсен тата вĕренекенсен ушкăнĕсем тупăшрĕç. Тупăшакансем тăван халăхăмăрăн историне, культурине еплерех пĕлнине тĕрĕслерĕç. Кану саманчĕсенче ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Уява виççĕмĕшпе тăваттăмĕш классенче вĕренекенсен «Алран кайми аки-сухи» юрăпа уçрĕç, куракансем ăна ура çине тăрса юрларӗ
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Напольнокотякская средняя общеобразовательная школа" Канашского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих