Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен фестивалĕ

 

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Çеçпĕл вăтам шкулĕ» муниципалитетăн вĕренÿ бюджет учрежденийĕнче Канаш районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен фестивалĕ иртрĕ.Унта 23 шкул вĕрентекенĕхутшăнчĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе районти вĕрентекенсем хăйсем суйласа илнĕ классенче уçă уроксем, класс тулашĕнчи ĕçсем, ăсталăх класĕсем ирттерчĕç.

Кашнимероприятиех çÿллĕшайра иртрĕ: уроксен содержанийĕ пуян та кăсăклă, тĕрлĕкультурăсен çыхăнăвне тĕпе хунипалăрса тăрать, вĕрентекенсем çĕнĕ технологисемпе, мелсемпе, ăслайсемпетухăçлă усă кураççĕ. Вĕрентекенсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес, класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелесе ирттерес методикăна аван пĕлни палăрчĕ.

Фестиваль çĕнтерÿçисемпе призерĕсен шутне Катек шкул учителĕсем те кĕчĕç:

«10-11-мĕш классенче çĕнĕ технологисемпе усă курса ирттернĕ чи лайăх урок» номинаци çĕнтерÿçи  Зоя Васильевна Петрова, «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Катек вăтам шкулĕн» вĕрентекенĕ («Çут тĕнчене вутран хăтарнисем» урок (Кĕçтук Кольцов пултарулăхне интеллект-карта мелĕпе вĕренесси);

«Чи лайăх вăйă урок» номинаци çĕнтерÿçи Татьяна Ильинична Васильева, «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Катек вăтам шкулĕн» вĕрентекенĕ («Кам миллионер пуласшăн?» ăс-хакăл вăййи»).

Чĕререн саламлатпăр вĕсене!