2020-мĕш çулхи пуш (март) уйăхĕн 05-мĕшĕнче «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» муниципалитетăн бюджет вĕренÿ учрежденийĕнче район шкул ачисен «Çамрǎклăх. Пултарулăх. Шырав» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.Конференци ачасен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, вěсене шыравпа тěпчев ěçне явăçтарас тата пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевĕсене пурнăçларĕ тесе çирĕплетсех калама пулать. 7-9-мĕшклассенче вĕренкенсем Раççейри Астăвăмпа мухтав çулталăкне, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи чарăннарăнпа 75 çул çитнине халалласа тунă тĕпчев ĕçĕсене хÿтĕлерĕç. Ирĕклĕ тема номинацинче чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, этикетне тишкерекенсем те пулчĕç.Шкул ачисем лартнă тĕллеве тĕпчев ĕçĕсенче тарăннăн тишкерсе пурнăçлани савăнтарчĕ, презентацисен пахалăхĕ те çÿллĕ шайра пулни палăрчĕ/
Мала тухнисен списокĕнче "Раççейри Астăвăмпа мухтав çулталăкне, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи чарăннарăнпа 75 çул çитнине халалланă «Паттăрсем манăçмаççĕ» тĕпчев ĕçĕсем" номинацинче 7-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче пирĕн шкул вĕренекенĕ Николаева Ксюша 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Маттур, Ксюша!