Паян- чӑваш тӗррин кунӗ

Паян- чӑваш тӗррин кунӗ. Кӑҫал ӑна 1-мӗш хут паллӑ тӑватпӑр. Ҫак куна халалласа шкулта "Чӑваш Ен - ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗр-шывӗ" выставка йӗркелерӗмӗр. Кунта ачасен тата вӗрентекенсен ал ӗҫ ӑсталӑхне курма пулать: капӑр тӗрӗллӗ салфеткӑсем, пӗчӗк минтерсем, хӗрарӑм тумӗн капӑрлӑхӗсем (сурпан, масмак, тухья, ӗлӗкхи пир кӗпесем т.ыт.те). Уйрӑмах тӗлӗнтерекенни - 8 класра вӗренекен арҫын ачасем хӑйсен ӗҫӗсене тӑратни. Андреев Кирилпа Митрофанов Анатолий республикӑра иртнӗ "В краю ста тысяч вышивок" конкурса хутшӑнса 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ, хаклӑ парнесемпе диплома тата кубока тивӗҫ пулнӑ. Маттур пирӗн каччӑсем тата вӗсен ертӳҫи Н.В.Семенова!
   Тепӗр курава чӑваш тӗрри-эрешӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштаракан кӗнекесенчен йӗркеленӗ. Выставкӑсем эрнипех ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа чӑваш тӗррин асамлӑхӗпе пурте паллашма ӗлкӗрӗҫ.
   Ҫак куна чунтан хапӑлланине палӑртса шкулти вӗрентекенсенчен чылайӑшӗ урока чӑваш тӗрриллӗ капӑр тумпа килчӗ. Ку та пире чӑвашлӑхшӑн малалла та тӑрӑшма питӗ хавхалантарать.

Чӑваш тӗрри