Эпир 5-мĕш класра вĕренетпĕр. Пирĕн класс пысăк мар, туслă, пурте „4“ тата „5“ паллăсемпе вĕренме тăрăшатпăр. Кашни кун уроксем хыççăн тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр: шашка-шахматла вылятпăр, ăмăртусем йĕркелетпĕр, уявсем тĕлне çывăх çыннăмăрсем валли хамăр алăпа тĕрлĕ парне хатĕрлетпĕр, класри кашни ачан çуралнă кунне уявлатпăр, компьютер вăрттăнлăхĕсене алла илетпĕр, интернет олимпиадăсене, конкурссене хутшăнатпăр. Хĕллехи каникул хыççăн „Робототехника“ кружок ĕçлеме пуçласан питĕ савăнтăмăр: детальсенчен тĕрлĕ робот пуçтарасси - çав тери илĕртÿллĕ. Ку кăткăс ĕçре пире Евгений Валериевич Семенов вăрентекен пулăшса пырать.
Тата эпир питĕ кĕнеке вулама юрататпăр. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ пуçлансанах класс ертÿçи Васильева Татьяна Ильинична пире „Кам нумайрах вулать?“ конкурс ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр, мĕншĕн тесен кашни чĕрĕк вĕçĕнче, пĕтĕмлетÿ тăрăх, пире дипломсемпе парнесем кĕтеççĕ. Александрова Кристина, Андреева Жанна, Кузьмин Егор - „кĕнекен чи çывăх тусĕсем“ тесе калас килет, вĕсем ăмăртура яланах малта пыраççĕ.
Нумаях пулмасть класра Дмитрий Суслинăн „Димка ашшĕне шырать“ кĕнеки тăрăх вулав конференцийĕ ирттертĕмĕр. Мĕншĕн çак социаллă повеçе суйласа илтĕмĕр-ха? Мĕншĕн тесен кунти тĕп сăнар Димка – пирĕн тантăш, вăл та 5-мĕш класра вĕренет. Повеçри ĕçсем те хальхи вăхăтра, XXI ĕмĕрте, пулса иртеççĕ.
Димкăн вырăс чĕлхипе пĕрремĕш чĕрĕкшĕн „иккĕ“ тухнă. Çавăншăн амăшĕ ăна чĕн пиçиххипех лектерсе илет. Хытах кÿреннĕ арçын ача çакна тĕпчесе пĕлме шутлать: ашшĕ-амăшĕн ачисене хĕнеме ирĕк пур-и е çук? Çын прависемпе интересленсе кайнă Дима тепĕр чăнлăха уçать: кашни ашшĕпе амăшĕн хăйсен ачисемшĕн тăрăшмалла. Димăпа унăн шăллĕ патне ашшĕ килсе те курăнмасть. Кам вăл, хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçламанскер? Ăçта пурăнать? Димкăпа Лешка ашшĕне шырама пуçлаççĕ.
Эпир повеçри арçын ачасене шеллерĕмĕр, мĕншĕн тесен вĕсем ашшĕ пур çинчех – ашшĕсĕр ÿсеççĕ. Хамăра вара телейлĕ тесе шутлатпăр: класри ачасем пурте - тулли çемьере, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнаççĕ. Çавăнпа пирĕн яланах атте-аннене упрама, хаклама тăрăшмалла тесе пĕтĕмлетÿ турăмăр.
Конференцире Зоя Васильевна Петрова библиотекарь пире Д.Суслин çыравçă биографийĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл каласа панинчен эпир Дмитрий Юрьевичăн ачалăхĕ çинчен чылай çĕнни пĕлтĕмĕр. 1970-мĕш çулта Норильск хулинче çуралнăскер, ачасемпе çамрăксен юратнă çыравçи паян Шупашкарта пурăнать, литературăра тухăçлă ĕçлет.
Суслин кĕнекисене чăвашла куçараканĕ вара – Г.А.Матвеева (Антонова) ăста журналист тата çыравçă. Ăна çывăх пĕлнĕрен, Т.И.Васильева пире ун пултарулăхĕ çинчен нумай кăсăкли каласа пачĕ. Пирĕн шкул библиотекинче Д.Суслинăн чăвашла куçарнă тепĕр кĕнеки те пур иккен - „Хăрушă вăрттăнлăх“. Апла – ăна та вуламалла!
Александрова Кристина, Андреева Жанна
Катек вăтам шкулĕ