"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2022" акци

"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2022" акци

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чӑваш чӗлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2022" акци иртрӗ. Çак акцие Катек шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те питӗ хастар хутшӑнчӗҫ. Диктант текстне Чăваш наци радио страницинче «Тÿрĕ эфир» мелĕпе итлесе çырчĕç. Тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимĕн те çуккине ĕненни акцие хутшăнакансене пĕр тĕвве пĕтĕçтерчĕ.